Паян Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкни паллӑ. Шел те, вилмеллех.
Ку ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм Таллеров урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн 15-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче хӗрарӑм 10-мӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" уйлӑхан директорӗ пулнӑ ҫынна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штрафланӑ. Кун пирки прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Директор пулнӑ чухне ҫак арҫын 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче арӑмӗ урлӑ пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн вӑл унӑн икӗ ачине уйлӑха путевкӑсӑрах илме шантарнӑ. 2019 ҫулхи ҫӗртме-чӳк уйӑхӗсенче вӑл кӗсйине 180 пин тенкӗ чикнӗ. Ку укҫана вӑл бухгалтерирен илнӗ. Анчах ӑна вӑл уйлӑхшӑн тӑкакламан, хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, штрафсем тӳленӗ.
Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ тата 28 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ
Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ.
Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Малтикас Ялтӑра ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче 33 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл трактор тасатнӑ, ҫав вӑхӑтра прицеп айне пулнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Арҫын ҫав самантрах сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫак инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Паян 11 сехет те 30 минутра Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче чӳречерен 16 ҫулти каччӑ ӳкнӗ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ.
Ку инкек Совхоз урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ. Вырӑна оперативлӑ службӑсем, следовательсем ҫитнӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ тесе шутланӑ.
Суд унӑн айӑпне палӑртнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл килӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗпе тата тусӗсемпе эрех ӗҫнӗ. Кил хуҫи 54 ҫулти арҫынна хӗрарӑма пула кӗвӗҫме пуҫланӑ. Хайхискер вӑл ҫывӑрса каясса кӗтнӗ. Унтан пуртӑ йӑтса кӗнӗ те ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ.
Суд 39-ти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисемшӗн колонире пӗрре мар ларнӑ. Юлашки хутӗнче 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку инкек ҫур ҫӗр иртни 10 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна полицейскисем, следовательсем килнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар.
Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ.
Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.
Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче 68 ҫулти тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслине пуҫӗнчен тимӗр пепельницӑпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫын килте патронсем упранине тупса палӑртнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫулла 50 ҫулти арҫынна пӗлӗшӗнчен 1732 патрон еткерлӗхе лекнӗ. Вӗсем спорт тата сунар пӑшалӗ валли. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, патронсен пӗр пайӗ пеме юрӑхлӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |